Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Вӑтаҫӗр тинӗсӗ

Ӑслӑлӑх

Францин ӑслӑлӑх тӗпчевӗсен наци центрӗ Вӑтаҫӗр тинӗсӗн тӗпӗнче Laboratoire Sous-marin Provence Méditerranée (LSPM) шывай лабораторине уҫнӑ. Вӑл 2450 метр тарӑнӑшӗнче вырнаҫнӑ, океана тӗпчеме пулӑшӗ.

Унти хатӗр-хӗтӗрсем нейтрино шырама, климат улшӑнӑвӗсене асӑрхаса тӑма, тинӗсӗн физикине, химине тата биологине тӗпчеме, ҫавӑн пекех ытти тӗллевсене пурнӑҫлама пултарӗҫ.

LSPM тӗп хатӗрӗ — KM3NeT детектор. Вӑл тавралӑхӗн пӗр кубла километрне ярса илет. Мӗнпур хатӗр-хӗтӗрсем тупнӑ даннӑйсене лаборатори ҫӗр ҫине ярать, ҫакӑн валли вӑл 42 километр тӑршшӗ электрооптикӑллӑ кабельпе усӑ курать.

 

Ӑслӑлӑх Сахара пушхирӗ
Сахара пушхирӗ

Норвег ӑсчахӗсем Ҫӗр чӑмӑрӗн климатне модельлесе пӑхнӑ та Сахара пушхирӗ пачах та урӑхла йӗркеленме пултарнине палӑртнӑ. Енчен те унччен ӑсчахсем ҫак тӑрӑх 3 миллион ҫул каялла ҫанталӑк улшӑннине пула йӗркеленнӗ тесе шухӑшланӑ пулсан ҫӗнӗ тӗпчев Сахара пушхирӗ 7–11 миллион ҫул каялла пулса кайнине палӑртнӑ.

Норвег ӑсчахӗсен шухӑшӗпе вӑл вырӑнта мезозой ӗмӗрӗнче Тетис ятлӑ океан пулнӑ-мӗн, вӑл типнине пула Сахара пушхирӗ йӗркеленнӗ. Ҫавӑн пекех унпа пӗрле Вӑтаҫӗрпе Каҫпи тата Хура тинӗс пулса тӑнӑ тесе шутлаҫҫӗ.

Асилтеретпӗр, Сахара пушхирӗ Африка континенчӗн ҫурҫӗр пайӗнче вырнаҫнӑ, вӑл унӑн 10% лаптӑкне йышӑнать. Пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 9 миллион тӑваткал метртан та ытла. Вӑл Ҫӗр чӑмӑрӗнчи чи шӑрӑх вырӑнсенчен пӗри шутланать — унта 57,7° ӑшӑ палӑртма пултарнӑ.

Унчченхи теорине 2008 ҫулта пӗлтернӗччӗ. Ун чухне Германи, Канада тата АПШ ӑсчахӗсем Йоа кӳлӗри юшкӑна тӗпченӗ. Вӗсен шухӑшӗпе 6 пин ҫул каялла кӑна пушхирте кӳлӗсем чылай пулнӑ, йывӑҫсем сахал мар ӳснӗ. Вӗсен умӗн вара тепӗр ӑсчахсем Сахара 5500 ҫул каялла кӑна темиҫе ӗмӗр хушшинче йӗркеленни пирки каланӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 18

1987
37
Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ